Кӗҫех Хӗрлӗ Чутай районӗнче ача-пӑчашӑн ырӑ пулӑм пулмалла. Хӗрлӗ Чутайра ҫулталӑк вӗҫӗччен ача пахчи туса пӗтермелле.
Строительсем графикран кая юлса пыраҫҫӗ пулин те ӗҫе вӑхӑтра туса пӗтерме шантараҫҫӗ-мӗн. Хальлӗхе унта пӗрремӗш хута хӑпартнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчине туса пӗтерессине Хӗрлӗ Чутайри халӑх чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Мӗншӗн тесен унта ача пахчинче вырӑн парасса 240 шӑпӑрлан кӗтет.
Ҫӗнӗ ача пахчинче 160 вырӑн пулӗ. Планпа килӗшӳллӗн, строительсен объекта ҫулталӑк вӗҫӗнче памалла. Вӗсем халӗ кая юлса пырсан та ӗҫе пахалӑхлӑ тӑвассине пӗлтереҫҫӗ.
Кӗҫех Шупашкарти мӗнпур ача-пӑча пахчинче «Малышиада» спорт вӑййи иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче 6–8 ҫулхи ачасем ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗррин виҫине памалла. Чӑваш Енре ҫӗнӗ рекорда хатӗрленеҫҫӗ. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗррине хулари тата республикӑри пин ытла арҫын ачапа хӗрача кӑтартса парӗҫ.
«Малышиадӑна» хатӗрленнӗ май республикӑн тӗп хулинчи 201-мӗш ача пахчинче Ҫӑмӑл атлетика енпе пӗчӗккисен вӑййи иртнӗ. Ӑна физкультура инструкторӗ Игорь Свинцов ертсе пынӑ. Свинцов Чӑваш Ен чысне Раҫҫейри тата Европӑри ӑмӑртусенче пӗрре кӑна мар хӳтӗленӗ май пултаруллисене пӗчӗкренех палӑртни пӗлтерӗшлине лайӑх ӑнланать тесе пӗлтереҫҫӗ Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче. Пӗчӗккисен вӑййинче мечӗк пемелле тупӑшнӑ, инҫӗшне сикнӗ, 30 метра чупнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Шупашкарта шӑпӑрлансем ирхине хускану тӑвӗҫ. «Сывӑ ачасем — телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ» ятпа иртӗ вӑл.
Мероприяти Хӗрлӗ тӳремре ирхи 10 сехетре пуҫланӑ. Шупашкар хула администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 10 пин ытла ҫын хутшӑнмалла. Вӗсен йышӗнче ача пахчине ҫӳрекенсем, педагогсем, ашшӗ-амӑшӗсем пулмалла.
Уява республикӑри фитнес-аэробика федерацийӗн председателӗ Оксана Вербина ертсе пырӗ.
Ачасем флешмоба хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ. Шупашкарти ача пахчисенче репетицисем пуҫланнӑ. Вӗсем валли хусканусене маларах хатӗрленӗ.
Аса илтермешкӗн: ачасен хусканӑвӗ пӗрремӗш хут пӗлтӗр иртнӗ. Унта 15 пин ҫын хутшӑннӑ. Кунашкал мероприятие ирттермешкӗн аслисен хусканӑвӗ хавхалантарнӑ. Ун чухне вӑл Гиннесс рекорчӗсен Раҫҫейри тата Европӑри кӗнекисене кӗнӗччӗ.
Тӑван тӑванах пуль ҫав, ӑна укҫан та пулӑшас килет-тӗр. Анчах ырӑ тӑвас тени пур чухне те лайӑхпа вӗҫленмест ҫав. Ҫакӑ ултавпа ҫыхӑннӑ пулсан пушшех те.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрин ертӳҫи 2012 ҫулхи кӑрлачра хӑйӗн тӑванне ӗҫе илнӗҫи пулса хушу кӑларнӑ. Лешӗ ун патӗнче кӗҫӗн воспитатель шутланнӑ. Ҫапла майпа вӑл ӗҫ укҫи илсе тӑнӑ, каярах — йывӑр ҫын пулнишӗн тата ача ҫуратнишӗн тӳлекен пособиллӗ пулса тӑнӑ тата пепкене пӑхнӑ вӑхӑтра ларнишӗн паракан тӳлеве тивӗҫнӗ. Ача пахчинче ӗҫленӗ пекки ӑна шӑпах ҫавӑн валли кирлӗ пулнӑ та. Ача пахчин ертӳҫи тӑванне ӗҫленӗ пек 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗчченех кӑтартса пынӑ. Пуҫлӑх-тӑвана пула леш хӗрарӑм 100 пин тенкӗ ытла илнӗ, уншӑн пенси фондне укҫа та куҫарса тӑнӑ. Пуҫлӑх тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑ тесе айӑпласшӑн.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе вӑхӑт хыҫран хыҫа юлса пырать. Вут-ҫулӑмлӑ ҫав кунсене ҫамрӑк ӑру пӗлменни лайӑх-ха. Тепӗр тесен, пӗлмелле те ан пултӑрччӗ вӗсен ун пеккине. Анчах вилӗмпе пурнӑҫ хушшинче тӑрса ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ хаяр вӑрҫӑ пирки асра тытмаллах. Ҫапӑҫу хирӗнче мӗн чухлӗ вӑйпитти пуҫ хунине те вӗсен пӗлмеллех. Ҫак тӗллевпе Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркассинчи вӑтам шкулта шкул ҫулне ҫитменнисем валли хитре вулассипе конкурс йӗркеленӗ.
Мероприятие вырӑнти вулавӑшра ӗҫлекен Оксана Мидушкина, Людмила Чеблукова тата Ирина Каленова воспитательсем йӗркеленӗ. Пӗчӗкскерсем салтаксен паттӑрлӑхӗ, чыслӑх, мирлӗ пурнӑҫ пирки сӑвӑсем вуланӑ. Унччен вара вӗсем хӑйсен яваплӑхне ӑнланнӑ май мероприятие чунтан хатӗрленнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Чи хитре вулакансен ятне Максим Ермолаев, Евгений Лукин, Татьяна Стожарова тивӗҫнӗ. Вӗсене Хисеп хучӗпех чысланӑ тата сертификат тыттарнӑ.
Сӑнсем (19)
Илеме ачасене мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхтарнинчен пахи ҫук-тӑр. Тӑван чӗлхе илемӗ пирки те ҫаплах калама пулать.
Хӗрлӗ Чутайри «Рябинушка» (чӑв. Пилеш) ача пахчинче кӗҫӗн ушкӑнри ачасемпе икӗ уява: Чӑваш чӗлхи кунне тата Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне — халалласа мероприяти ирттернӗ.
«Чӑваш чӗкеҫӗ» ят панӑскерӗн тӗллевне ӑна йӗркеленӗ Надежда Ладайкинапа Светлана Сякаева воспитательсем ачасене чӑваш халӑхӗн культурипе тата йӑли-йӗркипе паллаштарасси, тӑван тӑрӑха юратма вӗрентесси тесе палӑртнӑ.
Шӑпӑрлансене воспитательсем асанне патне хӑнана чӗннӗ. Ватти пӗчӗкскерсене чӑваш тӗррипе паллаштарнӑ. Кӗнчелеҫҫипе епле ӗҫлемеллине кӑтартнӑ. Чӑвашсем епле тумланнине те каласа кӑтартнӑ. Ачасене халӑх вӑййисене выляттарнӑ, вӑйӑ картине кӑларнӑ.
Сӑнсем (9)
Шупашкарти 177-мӗш «Мерчен» ача пахчи мӗн уҫӑлнӑранпа, 1990 ҫултанпа, ачасене наци культурипе туслаштарма тӑрӑшать. Ачасене чӑваш наци культурипе ытларах кӑсӑклантарас тӗллевпе унта ҫулсерен ака уйӑхӗнче чӑваш культурин эрнелӗхӗ иртет.
Ача пахчинче «Халӑх тумӗн уявӗ» мероприятие ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Унта чӑвашсен, вырӑссен, тутарсен тумӗсем пирки калаҫаҫҫӗ. Кӑҫал ку уяв ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Унта шӑпӑрлансем, ашшӗ-амӑшӗсем хутшӑннӑ. Уявра ЧНКн Президиум пайташӗ Г.Л.Никифоров та пулнӑ.
Мероприятире «Мерчен» ача пахчин воспитателӗсен ушкӑнӗ тата ачасен «Ҫӑлкуҫ» ушкӑнӗ халӑх тумӗсене кӑтартнӑ, чӑваш, тутар, вырӑс юррисене шӑрантарнӑ, ташланӑ, наци вӑййисене вылянӑ.
Унтах «Чӑваш тӗрри» курав йӗркеленӗ. Куравра хӗрарӑмсен капӑрӗсем, тутарсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗ тюпетейка хутшӑннӑ.
Халӑх тумӗсем ачасене питӗ килӗшнӗ. Халӗ ача пахчи Маргарита Антонова заведующи ертсе пынипе «Акатуя» хатӗрленет.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗнчи ача пахчинче Соловьева Светлана Геннадьевна воспитатель ертсе пынипе уяв иртрӗ. Вӑл пухӑннисене Иван Яковлев пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ, авалхи чӑвашсем ҫинчен, асатте-асаннесен, ват асаттесемпе ват асаннесен йӑли-йӗркисем ҫинчен аса илтерчӗ.
— Чӑвашсем хӑнасене яланах ҫӑкӑр-тӑварпа, киле кин кӗртсен те мӑшӑра яланах ҫавра ҫӑкӑрпа кӗтсе илнӗ. Ҫӑкӑра халалланӑ ваттисен сӑмахӗсем чӑвашсен нумай. Ваттисем ҫамрӑксене пурнӑҫра аслисене хисеплемеллине яланах аса илтерсе тӑнӑ. Ӗлӗкхи чӑвашсен ҫакӑн пек тӗллев пулнӑ: кил-ҫурт ҫавӑрмалла, йывӑҫ лартмалла, ҫӑл авӑтмалла тата ача-пӑча ҫуратмалла, ывӑл ҫуратса хӑйӗн хыҫҫӑн йӑх хӑвармалла.
Пӗчӗккисем тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене кам маларах пӗлессипе тупӑшрӗҫ. Чӑваш юррисене юрларӗҫ, вӑйӑ вылярӗҫ, ташларӗҫ. «Асамат кӗперӗ», «Илемлӗ, илемлӗ», «Сар каччӑ» юрӑсене ачасем хӑйсен уҫӑ сассисемпе юрласа куракансене савӑнтарчӗҫ. «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» вӑйӑра кашниех маттур пулчӗ.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Ҫӗр кунне уявлани пирки, ахӑртнех, нумайӑшӗ аса илмест. Анчах ку пӗлтӗрӗшлӗ уяв шутланать. Пирӗн планетӑра ӳсентӑран, чӗрчунсем, кайӑксем, ҫынсем туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Этемӗн тӗп тивӗҫӗ — ҫутҫанталӑк пуянлӑхне упрасси. Ачасене те тӑван ҫӗре юратма пӗчӗкренех вӗрентмелле.
Вӑрмарти «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчине ҫӳрекенсемпе воспитательсем вара Ҫӗр кунӗ пирки манман. Вӗсем ӑна хӑйне евӗр уявланӑ та.
Уяв тӗлне ача пахчин ӗҫченӗсем «Вӑрман кӳренни пирки» спектакль хатӗрленӗ. Ачасем юмахри сӑнарсемпе вӑрман лекнӗ. Лука асатте вӗсене вӑрманта хӑйсене мӗнлерех тытмаллине аса илтернӗ. Гришка каскӑн вара тӑван ҫутҫанталӑка упрамаллине ӑнланса илнӗ.
Ачасем юмаха пӑхса ларнӑ кӑна мар, унта хутшӑннӑ та. Пӗчӗкскерсене ҫутҫанталӑк ҫӑлавҫи пулма килӗшнӗ. Чи пӗчӗккисем те ҫутҫанталӑка, юмахри сӑнарсене юратнине палӑртнӑ.
Етӗрнери «Росинка» ача пахчинче чӑваш чӗлхин эрнипе килӗшӳллӗн чӑваш поэзийӗн кунӗ иртнӗ. Ҫав кун вӑтам тата аслӑ ушкӑнсенчи ачасем музыка залне пухӑннӑ.
Мероприятие етӗрнесем «Пӗчӗк ҫеҫ путене» ят панӑ. Малтанах ача пахчине ҫӳрекенсем чӑваш классикӗн, поэчӗн Константин Ивановӑн пултарулӑхӗпе хӑтлав пӑхса паллашнӑ. Унтан вӗсем «Нарспи» поэмӑн сыпӑкне фонограммӑпа итленӗ.
Кусем пӗтӗмпех пӗчӗк ачасене хавхалантарнӑ. Шӑпӑрлансем артист евӗрех сӑвӑсем вуланӑ. Уйрӑмах Ксюша Касеева, Артем Яковлев, Кристина Ядроавкина палӑрнӑ.
«Пӗчӗк ҫеҫ путене» конкурс ҫӗнтерӳҫисене пурне те грамотӑсемпе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |